
Паян Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне ҫирӗплетнӗ. Ҫак лава Михаил Анисимова шанса панӑ.
Михаил Владимирович 1995 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен «Математика, информатика тата шутлав техники» специальноҫа алла илсе тухнӑ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Пулас министр ӗҫ биографине шкултан пуҫланӑ. 1994 ҫулта вӑл Шупашкарти 51-мӗш вӑтам шкулта математика тата информатикӑпа шутлав техникин учителӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах ЧППУра информаци центрӗн ертӳҫинче, Инҫет вӗрентӗвӗн республикӑри центрӗн, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин Медицинӑн информаци центрӗн, ЧР Информаци политикин министерствин Информаци технологийӗсен центрӗн пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшнӑ.
Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Михаил Анисимова Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ.

Цифра телекуравӗн операторӗ — Раҫҫейӗн телевиденипе радиосечӗ — пӗрремӗш мультиплекса кӗрекен мӗнпур канала ҫӗнӗ йышши формата куҫарса пӗтернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви паян пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗн каҫхине «Пятый канал» (чӑв. Пиллӗкмӗш канал) та 16:9 форматпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫапла вара пӗрремӗш мультиплекс йышӗнчи вунӑ канал та унчченхи 4:3 форматран ҫӗнӗ йышшине куҫса пӗтнӗ.
16:9 – хальхи вӑхӑтри телевизорсем валли хатӗрленӗ формат.Телекӑларӑмсене вӑл пысӑк пахалӑхпа кӑтартма май парать.
Пӗрремӗш мультиплекса ҫак каналсем кӗреҫҫӗ: «Первый канал», «Россия 1», «Матч ТВ», НТВ, «Пятый канал», «Россия К», «Россия 24», «Карусель», ОТР и «ТВ Центр». Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра пурӑнакансен 99 проценчӗ вӗсене тӳлевсӗр пухма пултарать.

«Хыпар» издательство ҫурчӗпе Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫата пӗрлештересшӗн. Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин йышӑну проектне (ӑна хатӗрленӗ чух ведомство ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви ятлах пулнӑ-ха) Чӑваш Енӗн нормативлӑ право акчӗсен порталне ӗҫлӗ хута ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Реорганизаци, министерствӑри тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тупӑшлӑрах ӗҫлеме май парӗ. Унта ертӳҫӗсен йышне чакарсан ҫулталӑкне 716 пин те 785 тенкӗ те 37 пус перекетленӗ.
Укҫа-тенкӗ тенӗрен, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне «Хыпар» издательство ҫурчӗн кулленхи кредитор тӑкакӗсем (вырӑсла каласан, текущая кредиторская задолженность) 3 млн та 930 пин тенкӗпе танлашнӑ, «Тӑван Енӗн» — 171 пин тенкӗпе.
Сӑмах май, «Хыпар» издательство ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра вунӑ ытла тӗрлӗ хаҫат-журнал кӑларать. Вӗсенчен хӑшӗсем ҫӗршывӗпех саланаҫҫӗ.
